Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енрен депутата суйланнӑ Анатолий Аксаков тата Олег Николаев (вӗсем иккӗшӗ те «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑраҫҫӗ) паян Мускавра Чӑваш Енри ентешсемпе тӗл пулнӑ. Ҫакна халӑх тетелӗсенчен пӗринче Анатолий Аксаков хыпарланӑ.
«Культурӑна, экономикӑна, бизнеса, политикӑна пӗтӗмӗшле аталантарас, проектсемпе пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас енпе кӑсӑклӑ нумай ыйту, сӗнӳ пулчӗ», — ҫырнӑ паллӑ политик. Тӗлпулӑва РФ Патшалӑх Думине пынисем Чӑваш Еншӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ-мӗн.
Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа суйланнӑ Анатолий Аксакова финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине суйланӑччӗ. Парти списокӗпе суйланнӑ Олег Николаева хысна тата налук енӗпе ӗҫлекен комитета кӗртнӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ене футбол енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валерий Газзаев килет. Вӑл кунта футбол тренерӗсемпе тӗл пулӗ.
Паллӑ тренер 40 ҫулти тата аслӑрах ҫынсен хушшинче иртекен хӗллехи ӑмӑртӑва ҫитсе курӗ. Вӑл «Труд» стадионта 12 сехетре пуҫланать.
Ҫав кунах Валерий Газзаев вырӑнти футбол тренерӗсемпе курнӑҫӗ. Вӗсем регионти футбол аталанӑвне сӳтсе явӗҫ.
Сӑмах май, Валерий Газзаев — 1980 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисен пӑхӑр призерӗ. Вӑл халӗ РФ Патшалӑх Думин Спорт комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ.
«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене ӗҫ укси тӳлеменни пирки республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те калаҫма тытӑннӑ. Ку ыйту РФ транспорт министрне Максим Топилина кӑсӑклантарнӑ.
Максим Топилин кун пирки Патшалӑх Думинче «правительство сехетӗнче» калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва унта Чӑваш Республикинчен РФ Патшалӑх Думине кайнӑ депутат Олег Николаев ҫӗкленӗ.
Министр ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. «Пирӗн инспекци ӗҫлӗ. Ку ыйтӑва татса пама тӑрӑшӑпӑр», — тенӗ Максим Топилин.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене пӗтӗмпе 67 миллион тенкӗ тӳлемен. Предприяти парӑма татасшӑн-ха. Вӑл регион хыснинчен социаллӑ категорие кӗрекен ҫынсене илсе ҫӳренӗшӗн 127 миллион тенкӗ уйӑрса парасса кӗтет.
Паян Патшалӑх Думин ларӑвӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Владимир Жириновские (ЛДПР парти ертӳҫи) сӑмах парсан вӑл Мускав облаҫӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене хурласа пӗтернӗ. Микрофон умӗнчен каяс умӗн вара ҫитес ҫулхи суйлавра ҫӗнтерес пулсан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене ҫакма тата персе пӑрахма хатӗр пулни ҫинсен каланӑ.
«Вӑрӑ-хурахла ӗҫсем сирӗн унта, Мускав облаҫӗнче! Вӑл чи криминаллӑ, чи преступлӑ область. Малтанхи Громов кӗпернаттӑр мӗнле апла пулнӑ, паян та ҫаплах... Куратӑр-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» мӗн хӑтланать? Акӑ вӗсем — сутӑннӑ депутатсем, ҫӗр хут сутӑннӑскерсем. Вӑрӑ-хурахсене тата мафине хӳтӗленӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейе» кӑларса ҫапмалла, депутат мандачӗсене туртса илмелле! Ҫитес ҫулта ак Кремле кӗрсе ларӑп, вара пурсӑра та сире персе пӑрахӑп, ҫакӑп» — тенӗ ЛДПР ертӳҫи.
Ытти фракцисен депутачӗсем Владимир Жириновские хӑйӗн сӑмахӗсемшӗн каҫару ыйтма каланӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем ларура ларасшӑн мар. Ҫакна хыпарланӑ май «РБК» информаци агентстви час-час сиктерекенсем хушшинче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем нумайраххине асӑрханӑ. Ларӑва ҫӳреме кӑмӑлламаннисем хушшинче депутат-ҫӑлтӑрсемпе пуян усламҫӑсем палӑраҫҫӗ.
Юлашки виҫӗ уйӑхра депутатсенчен кам епле тытнине сӑнанӑ та, маларах асӑннӑ парти пайташӗсенчен 30-а яхӑн ҫын пленарлӑ ларусене ҫурринчен пуҫласа чӗрӗк пайӗ таран сиктернӗ. Ларӑва «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем те кӑмӑлласах каймаҫҫӗ темелле-ши — сиктерессипе вӗсем иккӗмӗш вырӑнта. Коммунистсемпе либерал-демократсем вӑл енчен лайӑххисен шутӗнче — ку партисен пайташӗсем хӑйсен тивӗҫне манмаҫҫӗ.
Ҫапах та экспертсенчен хӑшӗсем партисем тӑрӑх уйӑрнипе килӗшесшӗнех мар. Вӗсен шучӗпе, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсен шучӗ нумай, ларӑва сиктерекенсенчен нумайӑшӗ ҫавна май вӗсем пек пулса тухаҫҫӗ.
Малашне ҫемьери ҫывӑх ҫынсене ҫапнине пуҫиле ӗҫсен йышне кӗртмӗҫ. Куншӑн административлӑ явап тыттарӗҫ.
Анчах пӗрремӗш хут хӗнесен ҫеҫ пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче ҫирӗпрех явап ҫав-ҫавах тытма лекӗ.
Саккун проектне РФ Патшалӑх Думи ырланӑ. Хӗнени ӳт-пӗве ҫапса ыраттарнине пӗлтерет. Сывлӑха шар кӑтартнине, ҫынна ӗҫлейми тунине ҫакӑн йышне кӗртмеҫҫӗ, унашкалли чухне хытӑрах явап тыттарӗҫ.
2015 ҫулхи статистика пӗлтернӗ тӑрӑх ҫемьери харкашусенче 50,8 пин ҫын асап тӳснӗ. Вӗсен шутӗнче 36,5 пинӗшӗ — хӗрарӑмсем, 11,8 пин — ачасем. Арҫынсене йышӗ 5% кӑна пулнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи студентсен раштаври стипендие ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Стипенди вырӑнне вӗсене ҫак уйӑхра 300-шер тенкӗ укҫа пама шантарнӑ. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ.
Студентсен ыйтӑвне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова та пӗлет иккен. Укҫа йывӑрлӑхӗ пирки ӑна аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов ҫитернӗ. Парламентари вара ыйтупа Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерствине тухнӑ. Ырӑ хыпара Алена Аршинова Александр Белов журналиста темиҫе кун каялла пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи интервьюра парламентари студентсене стипендие ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫарса парассине каланӑ. Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, укҫа дефицичӗ социаллӑ стипендиатсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен Европӑна икӗ кунта ҫитересшӗн. Хальлӗхе ку сӑмаха ӗненме йывӑр пек туйӑнать. Анчах ҫӗршыв Президенчӗ РФ Патшалӑх Думине янӑ Ҫырура 2035-мӗш ҫул тӗлне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗсем хута яма тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Ҫапла тусан транзитран тупӑш курасси ӳсессе, Евразипе килӗштерсе ӗҫлесси аталанасса шанаҫҫӗ.
Партнерсем хушшинче Ази ҫӗршывӗcене кӑна мар, Европӗрлӗхрисене те курасшӑн. Ку вӑл тӑватӑ океан хушшинчи ҫӗршывсене Брюсселе пӑхӑнмасӑр ӗҫлӗ ҫыхӑну татма май парӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мускаври патшалӑх университечӗн Экономика шкулӗн директорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Александр Некипелов «Российская газета» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, мегапроект пӗр тӗвве вунӑ ытла пысӑк логистика центрӗсене пӗрлештерӗ.
Иртнӗ эрнере федераци шайӗнчи МИХсенче РФ Президенчӗн Администрацийӗ кӗпӗрнаттӑрсене ылмаштармалли регионсен списокне хатӗрлет текен хыпар сарӑлнӑччӗ. Ун пирки REGNUM информаци агентстви те ҫырнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере МИХсене калаҫтарнӑ темӑсене тишкернӗ май REGNUMӑн Чӑваш Енри журналисчӗ спикерсем «типпӗн комментарисем» панине асӑрханӑ.
РФ Патшалӑх Думин хысна енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри ертӳҫи Валентин Шурчанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫисем хальхи вӑхӑтри ҫивӗч социаллӑ-экономика ыйтӑвӗсене татса парас вырӑнне «сӗмсӗррӗн администрацилессипе» ытларах ӗҫлеҫҫӗ те «влаҫра нумаях тытӑнса тӑраймӗҫ». Унтан вӑл вӗсем патне виҫӗ кун шӑнкӑравласан та лешсем телефона тытманнине пӗлтернӗ. «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин экономика политикин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата кӗскенрех каланӑ: «Халь ӗҫлекен кӗпӗрнаттӑр пирки е лайӑх калаҫҫӗ, е нимӗн те. Ҫавӑнпа та — нимӗн те», — тенӗ депутат.
Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑннине эпир кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.
Район администрацийӗ музей уҫма укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтса хӑйӗн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куславккасен ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ — Сергей Бутяковӑн тӑван ялӗнче, Анат Шуршура, унӑн музейне вулавӑш пулнӑ ҫуртра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшнисем тата район администрацийӗ тав тунисем хушшинче питӗ нумай ята асӑнса кайнӑ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |